И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ҫӗнӗ ректорне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе 39 ҫулти Игорь Кожанов йышӑннӑ. Вӑл унччен ӑслӑлӑх тата инноваци енӗпе проректор пулнӑ.
Малтан кунта 65 ҫулти Владимир Иванов ректор пулнӑ. Унччен вӑл вӗренӳ министрӗнче ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть унӑн контракт вӗҫленнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче ҫӗнӗ ректора Игорь Кожанова суйланӑ. Акӑ халӗ вӑл хӑйӗн тивӗҫӗсене туллин пурнӑҫлама тыттӑннӑ.
Колледжсемпе техникумсенчен, институтсемпе университетсенчен вӗренсе тухакансем йышлӑ, анчах предприятисенче ӗҫлекен ҫын ҫапах та ҫитмест.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫак ыйтӑва направлени урлӑ татса пама май пур тесе шухӑшлать. Унчченхи пек. Бюджет шучӗпе вӗренсе пӗтерсен, калӑпӑр, пӗр-пӗр предпряитие направленипе ярса виҫӗ ҫултан кая мар ӗҫлеттермелле туса.
Республика Правительстви ҫак сӗнӳпе РФ Ҫутӗҫ министерствине тухасшӑн.
Предприятисене ӗҫе вырнаҫсан ҫамрӑксене ҫурт-йӗр арендӑна памалла, ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека пӑхса хӑвармалла, ҫар службинчен отсрочка пулмалла тесе шухӑшлать республика ертӳҫи.
Чӑваш Енри колонисенчен пӗринче айӑплав вӑхӑтне ирттерекенсем пушмак ҫӗлеҫҫӗ. Берцы ятлӑ ура тӑхӑнмали япалана 9-мӗш колонире ҫӗлеҫҫӗ.
Пушмака арҫынсем икӗ цехра хатӗрлеҫҫӗ. Пӗринче ӗҫлекен бригада кирлӗ пайсене касса кӑларса ҫӗлесе хатӗрлет, тепринче пушмака кирлӗ формӑпа хатӗрлесе ҫитереҫҫӗ.
Чӑваш Енри тӗрмесенче ларакансем, сӑмах май каласан, сӗтел-пукан та туса кӑлараҫҫӗ, ял хуҫалӑх продукцине туса илсе тирпейлеҫҫӗ, ттимӗр-тӑмӑр, йывӑҫ-чус, ҫӗвӗ производствинче ӗҫлеҫҫӗ.
вашской колонии шьют берцы
Чӑваш Енри министра орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Пысӑк шайри хисепе республикӑн физкультура тата спорт министрӗ Василий Петров тивӗҫнӗ.
Василий Владимировича «Чӑвш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслӗҫ.
106-мӗш номерлӗ хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ.
Василий Петров 1963 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Новосибирск хулинче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗнче вӗреннӗ. «Успех» сывлӑх центрӗнче тренер-преподавательте ӗҫленӗ, «Техцентр» организацире директор пулнӑ. 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнче республикӑн Спорт министерствинче ӗҫлеме тытӑннӑ.
Паян ЧР промышленноҫ министрӗн ҫумне Борис Марковцева ӗҫрен кӑларнӑ. Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнченпе, Александр Кондратьев министр ӗҫрен кайнӑранпа, вӑл министр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Палӑртмалла: Борис Марковцев министерствӑра 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнченпе ӗҫлет. Малтан министр ҫумӗ пулнӑ, кӑҫалтан - министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ. Унччен маларах Раҫҫейри Промышленноҫ министерствинче пай пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
«На связи» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, министр ҫумне ӗҫрен кӑларни ӑна тунтикунран министра куҫарассипе ҫыхӑнма пултарать.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли пайталлӑ пайташӗн Алексей Ладыковӑн заместителӗ пулма 41 ҫулти Денис Зибарева шаннӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Асӑннӑ пукан кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пушаннӑ. Ун чухне ҫав должноҫрен Елена Скворцова кайнӑ. Асӑннӑ вырӑна йышӑнма тивӗҫ ҫынна ҫур ҫултан ҫеҫ тупайнӑ.
Денис Борисович Мускаври патшалӑхӑн социаллӑ университетӗнчен психолог пулма вӗренсе тухнӑ. 2012 ҫултанпа «Социаллӑ пурнӑҫпа ӗҫ технологийӗсен корпорацийӗ» обществӑн стратегилле аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен директорӗ, ӗҫ тӑвакан директорӗ пулса тӑрӑшнӑ. РФ Шутлав палатин ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче те тимленӗ.
Чӑваш Енре тата тепӗр пуҫлӑха ӗҫрен кӑларнӑ.
«Чӑваш Республикин Общество палатин аппарачӗ» хысна учрежденийӗн ертӳҫине Артём Йовенкӑна ӗҫрен хӑтарнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Артём Романовича ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине пӗлтермен.
«Чӑвашэнерго» ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнченпе хуҫасӑр. Унччен ку тивӗҫе Андрей Константинов пурнӑҫланӑ.
Директор пуканне йышӑнакан халӗ тупӑннӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку должноҫе Илья Ионочкин йышӑннӑ. Вӑл унччен Строительство министерствинче 2 ҫул ӗҫленӗ, министр ҫумӗ пулнӑ. Малтан «Россети Северный Кавказ» ятарлӑ проектсен дирекцийӗн директорӗн ҫумӗнче вӑй хунӑ. 2020 ҫулта «Раҫҫей лидерӗсем» конкурсра ҫӗнтернӗ.
Министерствӑра Илья Ионочкин утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче икӗ конкурс ирттернӗ. Иккӗшӗ те вакансисемпе ҫыхӑннӑ.
Ҫӗмӗрлери халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорӗ пулма кадр резервне палӑртма йӗркеленӗ конкурсра икӗ кандидата суйласа илнӗ: центрӑн хальхи директорне Елена Волковӑна тата Валентина Якутенока. Ҫав хӗрарӑм хальхи вӑхӑтра Шупашкарти Ленин районӗнчи халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшать.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорне суйламалли конкурс вара пулса иртмен — кандидатсем пулман-мӗн.
Чӑваш Енӗн сывлӑх министрӗн заместителӗ пулса тӑрӑшнӑ Сергей Тоцкие ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Павел Данилов паян, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Аса илтерер: Сергей Иванович ҫак должноҫе 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ.
Сергей Тоцкий Удмурт Республикин сывлӑх сыхлав министрӗн заместителӗнче, унччен асӑннӑ регионти вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче тӗп врачра ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |